«Наш Бренд. Народное признание» регионти апат-ҫимӗҫ продукчӗсен пӗрремӗш конкурс шайӗнче сасӑлав вӗҫленнӗ. Мероприяти йӗркелӳҫисем ПР Ялхуçалăх министерствипе Пушкӑрт курав компанийӗ пулчӗҫ.
Сасӑлав октябрӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 23-мӗшӗччен иртнӗ. Конкурса пӗтӗмпе пирӗн республикӑн 48 муниципалитет пӗрлӗхӗнчен 118 бренд хутшӑнчӗ.
Кашниех хӑйӗн сассине Пушкӑртстанри пӗр-пӗр район е Пушкӑртстанри "фирмӑллӑ" продуктшӑн хӑварма пултарнă. Ҫакна "Пирӗн брендӑн" сайтӗнче тума май пулнӑ. Апат-ҫимӗҫ патриотизмӗ тӗлӗшӗнчен те пӗлтерӗшлӗ ҫакӑ. Республикӑра пурӑнакансем республикӑра туса кӑларакан продуктсем ҫинчен нумай пӗлнӗ. Пушкӑртстан бренчӗ – пыл тата кăмăс кӑна мар, ытти ҫӗршер лайӑх, паха, экологи, тутлӑ апат-ҫимӗҫ пулнине палӑртрӗҫ.
Онлайн-сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Стерлибаш баурсакӗ тата Куюргазă деликатесĕсем пулчӗҫ.
«Башинформ» информацийĕпе.