Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
26 Ноябрӗн 2021, 12:47

Пушкăртстанра республика бюджет проектне пĕрремĕш вулавра йышăннă

Пĕтĕмĕшле 2022 çулхи бюджетăн тупăш пайĕ 228,3 млрд тенкĕпе танлашмалла, тăкаксем вара — 243,3 млрд тенкĕ.

Пушкăртстанра республика бюджет проектне пĕрремĕш вулавра йышăннă
Пушкăртстанра республика бюджет проектне пĕрремĕш вулавра йышăннă

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн—Курултайĕн депутачĕсем «Пушкăртстан Республикин 2022 çулхи тата 2023—2024 çулсене планланă бюджет çинчен» калакан закон проектне пĕрремĕш вулавра çирĕплетнĕ. Бюджет дефицичĕ 15 млрд тенкĕ пулмалла, анчах та ăна саплаштарма кирлĕ çăлкуçсем палăртнă.

Малашнехи икĕ çулта бюджета дефицитсăр тума йышăннă, тупăш калăпăшĕ тăкаксен виçипе пĕр пулĕç: 2023 çулта – 226,5 млрд тенкĕ, 2024 çулта – 238,1 млрд тенкĕ.

Хыснана укçа килмелли çăлкуçсен шутне яланхи пекех предприятисем таса тупăшран, уйрăм çынсем ĕçлесе илнĕ тупăшран тÿлекен (НДФЛ), акциз, пурлăх налогĕсем кĕреççĕ. Çавăн пекех налогпа çыхăнман тÿлевсем те.

Парламент спикерĕ каланă тăрăх, закон проектне иккĕмĕш вулавра йышăннă чух бюджет виçисене тÿрлетсе вĕсене ÿстерме палăртаççĕ.

Хальхи вулавра редакцилесе йышăннă закон проекчĕпе килĕшÿллĕн 2022 çулта тавăрса памалла мар (безвозмездное) укçа 71 млрд тенкĕ килмелле. Малашнехи икĕ çулта, 2023-2024 çулсем, сахалрах: 2023 çулта - 59 млрд тенкĕ тата 2024 çулта -58 млрд тенкĕ. Çак кăтартусем ÿсес шанчăк пур.

ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев граждансене пырса тивекен социаллă гарантисене пурне те пурнăçлассине пĕлтернĕ. Пĕтĕмĕшле бюджетăн 70 проценчĕ социллă ыйтусене татса панă çĕре каять.

МИХ информацийĕпе.

Пушкăртстанра республика бюджет проектне пĕрремĕш вулавра йышăннă
Пушкăртстанра республика бюджет проектне пĕрремĕш вулавра йышăннă
Автор:
Читайте нас: