Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
6 Декабрӗн 2021, 15:18

Пушкăртстан халăхĕн тараватлăхĕ килĕшнĕ

Чи пӗлтерӗшли - культурӑна сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшакан маҫтӑрсене хисеплени.  

Пушкăртстан  халăхĕн тараватлăхĕ килĕшнĕ
Пушкăртстан халăхĕн тараватлăхĕ килĕшнĕ

Чăваш Ен ăсти Светлана Константинова каласа парать:

- Виҫӗ кун Уфа хулинче питӗ хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Чи асра юлнӑ самантсене сире те пӗлтерем-ха эппин.

Чи малтанах асӑнса хӑвармалла. Кашни ҫулах Пушкӑртра ал-ӗҫ ӑстисен форумӗ иртет иккен. Кӑҫал "паллӑ" сӑлтавсене пула маҫтӑрсем раштав пуҫламӑшӗнче пухӑнчӗҫ. Ытти ҫулсенче кӑрлач е нарӑс уйӑхӗнче пухӑннӑ. ВДНХ пысӑк ҫурчӗнче хӑйсен пултаруллӑхне кӑтартнисӗр пуҫне, тӗрлӗ ҫӗнӗ пӗлӳ илме май пур вӗсен. Ҫапла вара Инстаграмм урлӑ мӗнле аванрах сутма пулать, хӑвӑн пирки мӗнле тӗрӗс каласа памалла, тавара хитререх кӑтартмалли майсем пирки сӳтсе явнине итлеме май пулчӗ.

Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ спикерсем хӑйсен опычĕпе паллаштарчӗҫ. Кунта ума ҫакмалли капӑрлӑхсем мӗнле улшӑнса пыни пирки те, кӗпе хатӗрленӗ чух ура тӑхӑнмалли тата ытти вӗтӗ хатӗрсем ҫинчен те манмалла марри пирки те, эко-техно текстиль тата ҫутҫанталӑк - ку пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗр пӗчӗк пайӗ кӑна.

Курав пӗр площадкӑ ҫинче тӗрлӗ маҫтӑрсене пӗрлештерме, вӗсен ӗҫӗсене халӑх умне тӑратма тата Ҫӗнӗ Ҫул умӗн суту тума май парать. Паллах, хӑйсем ҫине ӗҫлекен маҫтӑрсемшӗ ку тем пекех чаплӑ.
Ал ӗҫӗсен конкурсне йӗркелени вара аталанма пулӑшать. Чи пӗлтерӗшли - культурӑна сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшакан маҫтӑрсене хисеплени.

Тулли кӑмӑлпа таврӑнтӑм куравран.
Чӑваш Ен ӑстисене хисеплесе чӗнни питӗ паха. Тата пахараххи - аякри тӑвансем ӑшшӑн кӗтсе илни.

Умра тата пӗр вӑрттӑн хыпар пур, анчах ун пирки тепрехинче.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Светлана Константинова.

Пушкăртстан  халăхĕн тараватлăхĕ килĕшнĕ
Пушкăртстан  халăхĕн тараватлăхĕ килĕшнĕ
Пушкăртстан  халăхĕн тараватлăхĕ килĕшнĕ
Пушкăртстан халăхĕн тараватлăхĕ килĕшнĕ
Автор:
Читайте нас: