Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
10 Декабрӗн 2021, 10:12

Отпуска хӑҫан кайсан лайӑхрах

Январьте, майра тата февральте отпуска кайни тупăшлă мар. Мĕншĕн?

Отпуска хӑҫан кайсан лайӑхрах
Отпуска хӑҫан кайсан лайӑхрах

Пушкӑртстанра пурӑнакансен отпуск валли чи юратнӑ уйӑхсем — июльпе август, апрель тата декабрь уйӑхӗсенче вара регионта, ыйтăм кӑтартса панӑ тӑрӑх, сайра канаҫҫӗ.

hh.ru эксперчĕсем 2022 ҫулта отпуска финанс енчен хăçан кайни лайӑхрах пулнине шутласа панӑ.

Экспертсен шухӑшӗпе, ӗҫ кунӗсем ытларах пулакан уйӑхсенче отпуска яма чи усӑлли. Сӑмахран, 2022 ҫулта августра (23 ӗҫ кунӗ) отпуск илме, ҫавӑн пекех мартра, сентябрьте тата декабрьте (22-шер ӗҫ кунӗ) укҫа енчен усӑллӑ. Январьте (16 ӗҫ кунӗ), май уйӑхӗнче (18 ӗҫ кунӗ) тата февральте (19 ӗҫ кунӗ) отпуска кайни тупăшлă мар.

"Ку ӗҫ кунӗсемшӗн отпуск тата ӗҫ укҫин расчечӗсемпе ҫыхӑннӑ. Ӗҫ укҫине ҫакӑн пек шутлаҫҫӗ: оклада уйӑхри ӗҫ кунӗсене пайлаҫҫӗ тата ӗҫлесе илнӗ кунсен шучӗ çине хутлаҫҫӗ. Сӑмахран, 2022 ҫулхи август уйӑхӗнче 23 ӗҫ кунӗ, январьте вара — 16. Январьте пӗр ӗҫ кунӗ август уйӑхӗнчен хаклӑрах пулать", — ӑнлантарать юрист, hh.ru ӗҫ правипе эксперт Татьяна Нечаева.

Пӗр ыйтăм тӑрӑх hh.ru отпуска планланӑ чухне Пушкӑртстанра пурӑнакансен 43 проценчӗ кӑна йывӑрлӑхсемпе тӗл пулмасть, ыттисен вара йывӑрлӑхсем сиксе тухаççĕ. Сӑмахран, 45 процент ӗҫтешсемпе пӗр вӑхӑтрах отпуска кайма юраманни ҫинчен, 23 процент вӗсен ӗҫне никама хӑварма та йывӑрри ҫинчен каласа панӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: хаçат архивĕнчен.

Отпуска хӑҫан кайсан лайӑхрах
Отпуска хӑҫан кайсан лайӑхрах
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: