Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Декабрӗн 2021, 16:06

Уфара "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнин-2021" иккӗмӗш кунĕ иртет

"Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни-2021: малашлӑха инвестици хывасси" форум йӑлипе регионти тата федераци влаҫӗн, экспертсен тата предпринимательсен представителӗсене пӗрлештернӗ.  

Паянхи форумӑн ĕçне пӗтӗм тӗнчери коопераципе территорисене малалла аталантармалли технологисене халалланӑ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, форумӑн иккӗмӗш кунӗн тӗп темисенчен пӗри Пушкӑртстанпа Турцин бизнес-диалогӗ пулать. Аса илтеретпӗр, Пушкӑртра тӗрӗксен капиталне хутшӑнакан 30 ытла предприяти ӗҫлет. Паянхи тӗлпулура бизнес ыйтӑвӗсене ПР тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗ Маргарита Болычева, Турци Республикин МСП субъекчӗсене пулӑшассипе тата аталантарассипе Управленийӗн ертӳҫин заместителӗ Реджеп Калынч тата ыттисем сӳтсе явӗҫ.

Унсӑр пуҫне хальхи вӑхӑтра форумра тӗнчери интернет-суту-илӳ тума пултарасси, Раҫҫей продукцине ют ҫӗршыв онлайн-рынокӗсенче вырнаҫтарасси тата малалла тӑсасси ҫинчен калакан темӑсене ҫӗклӗҫ, ҫавӑн пекех пулӑм индустрине территорине хускатмалли хатӗр тесе сӳтсе явӗҫ. Ҫавăн пекех событисенчен «WOOD MARKET. От производства к размещению на отраслевых площадках» палăртмалла, ăна "Пушкӑртстан Республикинчи экспорта пулӑшу памалли центр" тата «Российский экспортный центр» ирттереççĕ.

Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, форумӑн иккӗмӗш кунӗнче республикăн патшалӑх органӗсем, коммерциллӗ мар организацисем тата бизнес хушшинчи килӗшӳсене алӑ пусасси, ҫавӑн пекех ҫӗршывсен — ШОС тата БРИКС хутшӑнакансен — юрă фестивалӗ иртет.  

«МГ» информацийĕпе.

Уфара "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнин-2021" иккӗмӗш кунĕ иртет
Уфара "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнин-2021" иккӗмӗш кунĕ иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: