Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Экономика
17 Декабрӗн 2021, 10:31

Пушкӑртстан хӑйӗн представительствине Китайра уҫма палӑртать

Пушкӑртстан хӑйӗн представительствине Китайра уҫма палӑртать, пӗлтернӗ республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров Уфара иртекен «Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче».  

Пушкӑртстан хӑйӗн представительствине Китайра уҫма палӑртать
Пушкӑртстан хӑйӗн представительствине Китайра уҫма палӑртать

Пушкӑртстан хӑйӗн представительствине Китайра уҫма палӑртать, пӗлтернӗ республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров Уфара иртекен «Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче».

"Эпӗ халӗ хӑҫан пулнин кунне калама пултарнӑ пулӑттӑм, анчах та республика Пуҫлӑхӗ манран ыйтĕ: "Мӗншӗн эсӗ датӑна калатӑн, манпа ҫирӗплетмесĕр?" Ҫавӑнпа эпӗ ӑна каламастӑп. Ку ҫывӑх вӑхӑтра пуласса шанатӑп. Китай тавар ҫаврӑнӑвӗпе пирӗн стратегилле партнер шутланать, паллах, ҫакӑ пире пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеме, ҫывӑх пулма пулӑшать. Эпир ӗнтӗ темиҫе представительство уҫрӑмӑр. Сӑмахран, пирӗн Австрире, Казахстанра, Беларуҫра представительство пур. Пушкӑртстан представительствине уҫни ҫитес ҫулах пулма пултарӗ тесе шутлатӑп", — тенӗ Андрей Назаров "Пӗтӗм тӗнчери коопераци эрнин" «Международная кооперация. Открывая мир каждому» пленарлӑ ларăвĕнче.

"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт тӗп хулинче декабрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен «Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни-2021. Малашлӑха инвестицисем хывасси» форум иртет. Ӗҫ программи экономикӑна, экспорта, инвестицисене, медиа, ҫавӑн пекех ШОС тата БРИКС хутшӑнакан ҫӗршывсенчи пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе  халалланӑ.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.

Пушкӑртстан хӑйӗн представительствине Китайра уҫма палӑртать
Пушкӑртстан хӑйӗн представительствине Китайра уҫма палӑртать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: