Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Экономика
17 Декабрӗн 2021, 10:52

Пушкӑртстанра экономика пулӑшӑвӗн черетлӗ пакетне тӑратрӗҫ

Пушкӑртстанра патшалăх пулӑшӑвӗн тӑваттӑмӗш пакетне туса хатӗрлесси вӗҫленсе пырать.

Пушкӑртстанра экономика пулӑшӑвӗн черетлӗ пакетне тӑратрӗҫПушкӑртстанра экономика пулӑшӑвӗн черетлӗ пакетне тӑратрӗҫ
Пушкӑртстанра экономика пулӑшӑвӗн черетлӗ пакетне тӑратрӗҫ

Пушкӑртстанра патшалăх пулӑшӑвӗн тӑваттӑмӗш пакетне туса хатӗрлесси вӗҫленсе пырать.

Кун пирки Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче», республикӑри экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов пӗлтернӗ. Ҫак мерӑсен тӗп пайне ял хуҫалӑхне, техникӑна ҫӗнетессине, мелиораци тӑвассине тата пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствăна уйӑрса парӗҫ.

Ведомство ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, Зауралье — республикӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫне — патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр. Патшалӑх пулӑшӑвӗн тӑваттӑмӗш пакечĕн ытларах пайне йӗркеленӗ ӗнтӗ. Январьте унпа паллаштарӗҫ.

Аса илтеретпӗр, 2020 ҫулта Пушкăрт влаҫӗсем бизнеса тата экономикӑна пулӑшу памалли 30 миллиард тенкӗ пӗтӗмӗшле калӑпӑшпа икӗ пакет тӑратнă. 2021 ҫулхи февраль уйӑхӗнче экономикӑна пандеми условийӗсенче пулӑшу памалли виҫҫӗмӗш пакета тӑратнӑ.

«Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра экономика пулӑшӑвӗн черетлӗ пакетне тӑратрӗҫ
Пушкӑртстанра экономика пулӑшӑвӗн черетлӗ пакетне тӑратрӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас