Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
17 Декабрӗн 2021, 15:06

Турци бизнесменĕ: "Пире ҫӗрулмипе аш хунă кейксем килӗшрӗҫ"

Турци хисеплӗ хӑни мӗнле апат пирки каласшӑн пулнӑ?

Турци бизнесменĕ: "Пире ҫӗрулмипе аш хунă кейксем килӗшрӗҫ"
Турци бизнесменĕ: "Пире ҫӗрулмипе аш хунă кейксем килӗшрӗҫ"

Кемаль Низиплиоглу предприниматель — Уфари Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнине хутшӑнакан. Вӑл нефть промышленноҫӗ валли поливинилхлоридран пӑрӑхсем тӑвакан компанинчен.

Ют ҫӗршыв хӑни "Пушкӑртстан панорами" валли интервью панӑ.

– Пушкӑртстанра Сирӗн тата Сирĕн компани валли мӗн кӑсӑкли пур?

– Кунта инвесторсем валли лайӑх майсем туса параҫҫӗ. Пирӗн Пушкӑрта инвестици хывас кӑмӑл пур. Эпир сирӗн патӑрта хамӑр производствӑна йӗркелесшӗн.

– Мӗнле сире пирӗн ҫынсем, вырӑнти апат-ҫимӗҫсем?

– Сирӗн питӗ тараватлӑ ҫынсем. Вырӑнти апат та питӗ тутлӑ. Ашпа ҫӗрулми тултарнӑ кейк пекскер апат кӑмӑла кайрӗ. Мӗн ятлӑ, пӗлместӗп.

– Тата пирӗн пата килетĕр-и?

– Паллах!

Эсир мӗнле шутлатӑр, хаклӑ вулакансем, Турци хисеплӗ хӑни мӗнле апат пирки каласшӑн пулнӑ?

МИХ информацийĕпе.  

Турци бизнесменĕ: "Пире ҫӗрулмипе аш хунă кейксем килӗшрӗҫ"
Турци бизнесменĕ: "Пире ҫӗрулмипе аш хунă кейксем килӗшрӗҫ"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: