Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
17 Декабрӗн 2021, 13:34

Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни-2021" форумӑн виҫҫӗмӗш кунне экономикăна тата управление цифровизацилессине халалланӑ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Ҫавӑн пекех патшалӑхпа бизнес хушшинчи хутшӑнусем мӗнле аталанса пынине те сӳтсе явĕç. Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни-2021: малашлӑха инвестицисем хывасси" форум патшалӑхпа бизнес хушшинчи хутшӑнусене пысăк тимлĕх уйăрать.

"Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни-2021: малашлӑха инвестицисем хывасси" форумӑн виҫҫӗмӗш кунне "Уҫӑ диалог" пленум тӗлпулӑвӗ уҫнă. Ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне ПР Патшалăх  предпринимательсен комитечӗн председателӗ Нияз Фазылов тата "МСП корпорацийӗсем" гендиректорĕ Александр Исаевич хутшӑнӗ. Модераторĕ — телевиденинче ертсе пыраканĕ Александр Гордон.

Унтан «Рейтинг регионов. Методологии и стимул развития» секци стартлать. Экспертсем кунта территорисен пурнӑҫ шайне тата территорин экономика тӑрӑмне хакламалли тытӑм ҫинчен, ҫавӑн пекех регионăн социаллӑ экономика пурнӑҫĕн аталанӑвӗн приоритетлӑ ҫул-йӗрӗсене тишкересси ҫинчен хӑйсен шухӑшӗсене каласа парĕç. Паянах "Пӗтӗм Тӗнчери пушкăртсен курултайĕ (конгресс)" Пӗтӗм тӗнчери общество пӗрлешӗвӗсен союзĕ республикăри ашшӗ-амӑшӗн форумне йӗркелет. Виҫҫӗмӗш кунăн пӗтӗмлетӗвӗ "Çулталӑк предпринимателӗ" конкурса вĕçлесси, ҫӗнтерӳҫисене чысласси тата Пушкӑртстанри «Время первых» бизнес-премин лауреачĕсене саламласси пулса тӑрӗ.

«МГ» информацийĕпе.

Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни-2021" форумӑн виҫҫӗмӗш кунне экономикăна тата управление цифровизацилессине халалланӑ
Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни-2021" форумӑн виҫҫӗмӗш кунне экономикăна тата управление цифровизацилессине халалланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: