Пушкӑртстан экономикине ҫӗнетес ӗҫ хӗрсе пырать , пӗлтернӗ пӗрремӗш вице-премьер —регионӑн экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов Уфари "Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче".
Рустам Муратов палӑртнӑ тӑрӑх, регион экономикишӗн 2021 ҫул начар мар вӗҫленет, кӑтартусем те чылайӑшӗ кризис умĕнхи çитĕнÿсем патне ҫитнĕ ӗнтӗ.
"Регионти экономикӑна инвестицисен калӑпӑшӗн динамики кӑҫалхи икӗ кварталта темле ажиотаж турĕ. Виҫҫӗмӗш квартал лайӑх цифрӑсем кӑтартрӗ: инвестици калӑпӑшӗ 103,6 процентпа танлашнӑ. Ҫулталӑка тата лайӑхрах вӗҫлӗпӗр. Чылай кӑтарту тӑрӑх эпир малта пыракан позицийӗсене тухрӑмӑр. Ҫакӑ пирӗн республика пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ промышленноҫ политикин тухӑҫлӑхӗ те, ҫавӑн пекех эпир наци рейтингӗнчи инвестици климатӗнче" регион-лидерсен хушшинче пиллӗкмӗш вырăнта пулни те, — "Уҫӑ диалог " пленум тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх "Башинформа" ăнлантарнă Рустам Муратов.
Ҫав хушӑрах результатсен кӑтартӑвӗсене лайӑхлатмалли темиҫе кӑтарту пур. Сӑмах чи малтанах ял хуҫалӑхӗ пирки пырать. 2021 ҫулхи типӗ ҫанталӑк АПК экономика кӑтартӑвӗсем ҫине палӑрмаллах витӗм кӳнӗ.
"Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни-2021. Малашлӑх инвестицисем" анлӑ форум декабрӗн 18-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ : Олег Яровиков.