Çутă çул
+24 °С
Дождь
Экономика
20 Декабря 2021, 08:58

Радий Хабиров çӑмӑл промышленноҫ аталанӑвӗнче ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа панă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Радий Хабиров çӑмӑл промышленноҫ аталанӑвӗнче ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа панăРадий Хабиров çӑмӑл промышленноҫ аталанӑвӗнче ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров çӑмӑл промышленноҫ аталанӑвӗнче ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа панă

Икӗ ҫул каялла Пушкӑртстанра ҫак отрасле аталантарас енӗпе старт программи панӑ. Республика пуҫлӑхӗ ҫӑмӑл промышленноҫ аталанӑвӗн хӑвӑртлӑхӗ регионта питӗ лайӑх пулнине пӗлтернӗ.

Сӑмахран, вӑл 2024 ҫулччен ҫӑмӑл промышленноҫ предприятийӗсен продукцине 16,8 миллиард тенкӗ чухлӗ уйӑрма тӗллев пулнине пӗлтернӗ. Ку унчченхинчен икӗ хут пысӑкрах. 2021 ҫулта 11,2 миллиард тенкӗ план пулнӑ, чăннипе планран иртнĕ, мӗншӗн тесен 10 уйӑхра 9,4 миллиард тенкĕ пулнă. Радий Хабиров ҫавнашкал кӑтартусене мӗнле пурнӑҫланине тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнлантарса панӑ.

Сӑмахран, бюджетра чӗр таварпа материалсем туянма ҫулленхи субсидисем 100 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Пӗлтӗр субсидипе 46 предприяти усӑ курнӑ, кӑҫал вара — 61 предприяти. Субсидисем тата оборудовани туянма  пур, вӗсемпе 41 предприяти 2020 ҫулта тата 42-шĕ кăçал усӑ курма ӗлкӗрнӗ.

Унсӑр пуҫне субсидие тупӑшлӑ проектсене аталантарма та палӑртнӑ. Радий Хабиров Пушкăрт предприятийӗсем шкул форми, кулленхи, офис, спорт тата ҫиелти тумтир ҫӗлеҫҫӗ, джинссем ҫӗлеҫҫӗ, пулӑшу мерисене пула атӑ-пушмак хатӗрлеҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Ҫакӑ вара ҫынсен ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленнине тата ыранхи куна шанăç пуррине пӗлтерет.

Аса илтеретпӗр, пур тӗрлӗ ӗҫ-хӗле те пулӑшу памалли майсене сак сайтра тупма пулать: www.investrb.ru

 «МГ» информацийĕпе.

Радий Хабиров çӑмӑл промышленноҫ аталанӑвӗнче ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров çӑмӑл промышленноҫ аталанӑвӗнче ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас