+24 °С
Ҫумӑр


Кашни ҫулах декабрӗн 22-мӗшӗнче Энергетик кунне палӑртаççĕ. Датăна 1920 ҫулта Раҫҫейри VIII Канашсен съезчӗ уҫӑлнӑ, вӑл Раҫҫейӗн (ГОЭЛРО) Патшалӑх планне йышӑннӑ май çирĕплетнĕ.
«Бижбулякэнергосервис» 2021 çулта пысăк ĕç калăпăшĕ пурнăçланă. 1,5 км сывлăш линисем тунă, Пишпÿлекри Пушкин урамĕнче 1 км линие реконструкциленĕ, çĕнĕ шкула çыхăнтарнă электроподстанци кăрса лартнă тата ытти те.
Çутă пулмасан хальхи вăхăтра тĕнче пĕтнĕ пек туйăнать, çавăнпа та энергетика сферинче ĕçлекенсене çак рехетшĕн тав тумалла.
Сăнÿкерчĕк çинче: «Бижбулякэнергосервис» коллективĕ.