+3 °С
Уҫҫӑнах
Президент хушнипе Правительство ялсенче тата кансӗр вырӑнсенче вырнаҫнӑ почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсене модернизацилес ӗҫе пуҫӑнать.
2021 ҫул вӗҫленичен резерв фондӗнчен ҫак тӗллевсем валли 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫавӑн пек хушӑва Правительство председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Ҫак укҫа-тенкĕ 1,2 пин почта уйрӑмӗн нормативлӑ лару-тӑрӑвне, ҫав шутра вӗсене ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа оборудовани вырнаҫтарма май парӗҫ тесе палӑртнӑ.
Кирлӗ пулсан хӑвӑрт тӑвакан ҫуртсем те тума пултарĕç.
Ку ӗҫе виҫӗ ҫул хушшинче туса ирттерӗҫ. Пурӗ 25 160 объекта ҫӗнетӗҫ. Вӗсенчен ҫурри ытла 50 процента ытла кивелнĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.