Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
28 Декабрӗн 2021, 21:22

Андрей Назаров Пушкӑртстан ҫитӗнĕвĕсем ҫинчен соцсетьре каласа панă

Пушкăртстан кӑтартӑвӗсемпе Атӑлçи тӑрӑхӗнче иккӗмӗш вырӑнта, Раҫҫейре вуниккӗмӗш вырӑнта.

Андрей Назаров Пушкӑртстан ҫитӗнĕвĕсем ҫинчен соцсетьре каласа панă
Андрей Назаров Пушкӑртстан ҫитӗнĕвĕсем ҫинчен соцсетьре каласа панă

Пушкӑртстан Правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров соцсетьри хӑйӗн страницинче ҫулталӑк итогӗсем пирки правительство президиумӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ регион ҫитӗнӗвӗсене пӗлтернӗ.
Андрей Назаров пуринчен малтан республика коронавирус сиенне ҫӗнтерес енӗпе пысӑк тӗп тӗллеве пурнӑҫланине палӑртнă. Ҫавӑн пекех, вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра ӗҫ шыракансен йышне 5,6 процентран 1,2% таран чакарма май килнӗ тата республика бюджетне кӗрекен укçа-тенкĕ ÿснĕ. "2019 ҫулхипе танлаштарсан ӳсӗм 3,6% танлашнӑ, - ӑнлантарнă Назаров. - Ҫакӑ пире сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ, культура, ЖКХ, ял хуҫалӑх, ҫул-йӗр строительствин тӑкакӗсене чакармасӑр хӑварма май пачӗ".
Премьер-министр инвестицисем пирки вара вӗсен калӑпӑшӗ ӳснине палӑртнă, ҫулталӑк хушшинче 244 миллиард тенке явӑҫтарма пултарнă - ку вӑл 2019 ҫулпа танлаштарсан, 3,6% ытларах. Назаров каланӑ тӑрӑх, халӗ Пушкăртстан кӑтартӑвӗсемпе Атӑлçи тӑрӑхӗнче иккӗмӗш вырӑнта, Раҫҫейре вуниккӗмӗш вырӑнта.
"МГ" информацийĕпе.

Андрей Назаров Пушкӑртстан ҫитӗнĕвĕсем ҫинчен соцсетьре каласа панă
Андрей Назаров Пушкӑртстан ҫитӗнĕвĕсем ҫинчен соцсетьре каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: