Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
11 Кӑрлач 2022, 20:25

Пушкӑртстанра пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсене пулӑшу памалли мероприятисене тата пулӑшу мерисене сӳтсе явнă

Паянхи кун Пушкӑртстанра 7 пин фермер хуҫалӑхӗ шутланать.

Премьер-министр Андрей Назаров республикӑри агропромышленноҫ комплексне аталантарассинче пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Вӗсем халӑха апат-ҫимӗҫ таварӗсемпе тивӗҫтерессипе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ, ялта ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ тата ял территорийӗсене аталантарма хавхалантараҫҫӗ.
- Вӗсем ытларах ӳсентӑран туса илекен продукци туса кӑларассипе специализациленеҫҫӗ. Ялхуҫалӑх ҫӗрӗсен лаптӑкӗн 16 процентне çеç йышӑнаççĕ пулсан та республика фермерӗсем тырра 35 процента ҫити, сахӑр кӑшманӗн 19%, хӳтӗленӗ тăпра çинчи пахчаҫимӗҫĕн 78%, сӗтĕн 12% тата аш-какайăн 6% туса илеҫҫӗ, - палӑртнӑ министр.
Ведомство ертӳҫи фермер хуҫалӑхӗсен ӗҫне аталантарассине, федераци тата регион программисене ӑнӑҫлӑн пӗрлештерсе пулӑшнине палӑртрӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2019-2021 ҫулсенче 2 миллиард 271 млн тенкӗпе танлашнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсене пулӑшу памалли мероприятисене тата пулӑшу мерисене сӳтсе явнă
Пушкӑртстанра пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсене пулӑшу памалли мероприятисене тата пулӑшу мерисене сӳтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: