Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
12 Кӑрлач 2022, 14:18

Грант капитал ачисем

Республикӑри ял предпринимателӗсем кӑҫал патшалӑхран 620 миллион ытла тенкӗ илнӗ.  

Грант капитал ачисем
Грант капитал ачисем

Республикӑри ял предпринимателӗсем кӑҫал патшалӑхран 620 миллион ытла тенкӗ илнӗ.

Хăвăн бизнес уҫни кредит ресурсӗсемпе усӑ курассине ялан тенӗ пекех пӗлтерет. Паллах, ӗҫе хамӑр укҫапа кӑна шутласа кӑларма пулать, анчах та ӑнӑҫлӑ пулма ҫул питӗ вӑрӑм пулать, шутлаҫҫӗ специалистсем. Грантсем евӗр пулӑшу, субсиди ялта предпринимательлӗхе аталантарассине палӑрмаллах вӑйлатать, банкӑсене тӑтӑшах пуҫ тайма чӑрмантарать.

Фермер патне илсе килекен ҫул тӗрлӗ пулать. Ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗ ытларах та ытларах палӑрать. Ермекей районӗнчи Айрат Миннеахметовӑн вара йӑлтах урӑхла пулса тухнӑ — ӑна тырӑ суту-илӳ ӗҫне явӑҫакан ывӑлӗ ҫак сферӑна илсе пынӑ. Ринат ашшӗне кӗрпе туса кӑларакан цех уҫма ӳкӗтленӗ, чи малтанах оборудовани, канашсем тата укҫа-тенкӗ пухма пулӑшнӑ.

Нумаях пулмасть фермер "Агростарт-ап" программа шайӗнче виҫӗ миллион тенке яхӑн укҫа илнӗ, 300 пин тенкӗ ытла хăйĕн укçине хушнă, халӗ вара Миннеахметовӑн фермер хуҫалӑхӗ 380 гектар лаптӑкра тыр-пул культурисем ҫитӗнтерет, пĕр сменăра сакӑр тонна хатӗр продукци тата икӗ тонна ытла каяш туса кӑларат (ăна та тупӑша çавăрать). Ҫапла вара патшалӑх пулӑшнипе ӗмӗте пурнӑҫлама май килнӗ, ҫитменнине кӗске вӑхӑтра.

Благовар районĕнчи Фидан Хамадеев грант укçи-тенкипе 45 лаша туяннӑ, кăмăс кӑларма хатӗрленет. Учалă районӗнчи Ильдус Ахмадуллин пахчаҫимӗҫ чĕркекен лини, автоклав, тиевҫӗ туяннӑ. Хӑйӗн 10 гектарӗнче ҫулталӑкра 30 тонна кишӗрпе кӑшман, 50 тонна ҫӗрулми тата купӑста, 10 тонна сухан ҫитӗнтерет, халӗ вара ҫулталӑкра 75 пин банка консервӑланӑ пахча ҫимӗҫ туса кӑларать. Зилаир районӗнчи Рамиль Бахтияров патшалӑх пулăшăвĕн укçине техника тата ӗне туянма усӑ курнӑ. Плансенче— шултра выльӑх шутне 900 пуҫ таран ҫитересси. Республикипе унашкал тĕслĕхсем кашни районта пур.

https://resbash.ru/articles/ekonomika информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Грант капитал ачисем
Грант капитал ачисем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: