Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
12 Кӑрлач 2022, 21:15

Хăш-пӗр лавккасенче хаксем ытлашши ӳсмӗç

«Пятерочка», «Перекресток», «Чижик» суту лавккисемпе хуçаланакан X5 Group социаллă пӗлтерӗшлӗ таварсем çине хурăнакан хака чакарать.  

Списока «борщевой» текен пухăри апат-çимĕçсем кӗреççӗ: макарон, çăкăр, хуратул кӗрпи, тата ыттисем. Хакне ӳстермен таварсене лавккасенче ятарлă ценникпа шыраса тупма пулать.

Х5 Group-ăн суту сетӗсем социаллă пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗсене çулталăк тăршшӗпе ӳстермессе шантараççӗ. X5 ытти ритейлерсемпе тавар туса кăларакансене те çак ӗçе кӗрӗшме йыхăрнă. Хăш-пӗр тавара компани производительсенчен илнӗ хакпа сутать, тӗслӗхрен, ӗне, сысна, сурăх, чăхă ашӗ, шăнтнă пулă, шӗвӗ çу, услам çу, сӗт, çăмарта, сахăр, тăвар, хура чей, çăнăх, çăкăр, рис, тулă кӗрпи, хуратул кӗрпи, вермишель, çӗр улми, купăста, сухан, кишӗр, панулми.

http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/khash-pr-lavkkasenche-khaksem-ytlashshi-smc

Хăш-пӗр лавккасенче хаксем ытлашши ӳсмӗç
Хăш-пӗр лавккасенче хаксем ытлашши ӳсмӗç
Автор:
Читайте нас: