"Пушкӑртстан каллех çÿллĕ парăм çиреплĕхĕн регион статусне ҫирӗплетрӗ", — каласа панă ПР финанс министрӗ Лира Игтисамова.
2021 ҫул вӗҫӗнче Пушкăрт Финанс министерстви банк кредичӗсене срокчен 4 миллиард тенкӗ чухлӗ тӳленӗ, ӑна 2020 ҫулта бюджет дефицитне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермешкӗн панӑ, пӗлтернӗ ведомствӑра. Срокчен кредита вӗҫлени 86,7 млн тенкӗлĕх бюджет укҫи-тенкине перекетлеме май панӑ.
2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑри патшалӑх парӑмӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 26,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Парӑм нагрузки — 2020 ҫул шайӗнчен 17 процентран кая мар тупӑш, налук тата налук мар тупӑшӗсем республика бюджетне кӗнине пула. Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, регионти хысна налуксемпе налук мар тупӑшӗсем 2021 ҫулта 27,5% пулнă, 2020 ҫул тӗлне ÿснĕ. Укçа-тенкĕ кал-кал кĕни ӗҫлӗ хастарлӑхпа тата тупӑш ӳсӗмӗпе ҫыхӑннӑ, ӑнлантарнӑ Финанс министерствинче.
МИХ информацийĕпе.