Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
14 Кӑрлач 2022, 14:47

Депутатсем Пушкӑртстан пĕрлĕх ялхуҫалӑх налукӗн ставкине ҫӗнетме сӗнеҫҫӗ

Çакăн пирки  Патшалӑх Пухӑвӗн Председателӗ Константин Толкачев пĕлтернĕ. 

Депутатсем Пушкӑртстан пĕрлĕх ялхуҫалӑх налукӗн ставкине ҫӗнетме сӗнеҫҫӗДепутатсем Пушкӑртстан пĕрлĕх ялхуҫалӑх налукӗн ставкине ҫӗнетме сӗнеҫҫӗ
Депутатсем Пушкӑртстан пĕрлĕх ялхуҫалӑх налукӗн ставкине ҫӗнетме сӗнеҫҫӗ

Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайӗн бюджет, налук, инвестици политики тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсем енӗпе ĕҫлекен комитечӗн членӗсем "Пушкӑртстан Республикинче пӗрлĕх ял хуҫалӑх налукĕн ставкине тӑратасси çинчен" саккунӗн проектне ырланă.
– Саккун проекчӗпе ял хуҫалӑх таварĕ туса илекенсене пӗрлĕх ял хуҫалӑх налукне тӳлессинчен икӗ ҫуллӑха хӑтарма сӗнеҫҫӗ, - пӗлтерчӗ Патшалӑх Пухӑвӗн Председателӗ Константин Толкачев. – Хальхи вӑхӑтра налук калӑпӑшӗ тӑкаксен виҫи чухлӗ чакарнӑ тупӑшсен 6 процент виҫине тӳлеççĕ. Унччен налук Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗм территорийӗнче пӗрлешкелччӗ, анчах регионсем ӑна чакарма право илчӗҫ. Эпир ҫав правӑпа усӑ курма тата ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене пулӑшма сӗнетпӗр. Ӗҫченсен вӑтам йышӗ малтанхи налук тапхӑрӗн шайĕнчен 90 процентран кая мар танлашнӑ налук тӳлекенсем ҫӑмӑл ставкӑпа усӑ курма пултараҫҫӗ.
Саккун проектне экономикӑна пулӑшу памалли виҫҫӗмӗш пакета пурнӑҫланӑ шайра туса хатӗрленӗ.
– Саккун проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри - ял хуҫалӑх производствинче ӗҫлекен предпринимательсен йышне налуксемпе хавхалантарса чакармасса , - терӗ Константин Толкачев. – Сӗнекен мера тухӑҫлӑ пулсан, ӑна ҫитес ҫулсенче малалла тӑсасси ҫинчен шухӑшлӑпӑр.
"МГ" информацийĕпе.

Депутатсем Пушкӑртстан пĕрлĕх ялхуҫалӑх налукӗн ставкине ҫӗнетме сӗнеҫҫӗ
Депутатсем Пушкӑртстан пĕрлĕх ялхуҫалӑх налукӗн ставкине ҫӗнетме сӗнеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас