Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
18 Кӑрлач 2022, 08:58

2022 ҫулта Пушкӑрт влаҫӗсем ҫулсене юсама тата строительство валли 29,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ

Кун ҫинчен республика Транспорт министерствинче "Транспорт сехечӗ" вӑхӑтĕнче пӗлтернĕ.  

Ĕнер Пушкăрт правительствинче черетлӗ "Транспорт сехечӗ" пулса иртнӗ, унӑн вӑхӑтӗнче регион Транспорт министерствин пуҫлӑхӗ 2022 ҫулта республикӑри ҫулсене юсама тата строительство валли 29,3 миллиард тенкӗ уйӑрнине палӑртрӗ.

Ведомство пуҫлӑхӗ Александр Булушев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак укҫа-тенке Зинино поселокĕнчи çула тума, Уфари Рабкорсен урамне юсаса ҫӗнетме, çавӑн пекех Дуван тата Караидель районӗсенче Аскино-Куганак тата Бирск-Тастуба-Сатка трассисене тӗпрен юсама яраҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне 2022 ҫулта М-12 Мускав-Хусан хăвăрт çÿрекен трассăн республика участокӗн строительстви пуҫланать: унӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 200 ҫухрӑма яхӑн.

Палӑртса хӑварар: 2021 ҫулта Пушкӑртстанри ҫул-йӗр фончӗн калӑпӑшӗ 28,5 миллиард тенке ҫитнӗ, ку укҫа-тенкĕпе 30 ҫухрӑма яхӑн трассӑна юсанӑ тата халӑх пурӑнакан вырӑнсем патне пымалли ҫулсене 349 ҫухрӑм юсаса ҫӗнетнӗ.

WWW.UFA.KP.RU: https://www.ufa.kp.ru

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

2022 ҫулта Пушкӑрт влаҫӗсем ҫулсене юсама тата строительство валли 29,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ
2022 ҫулта Пушкӑрт влаҫӗсем ҫулсене юсама тата строительство валли 29,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: