Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
19 Кӑрлач 2022, 08:03

Пушкӑртстан экономикинче лайӑх тренд палӑрнӑ

Пушкăртстан экономика аталанӑвӗн тӗп оперативлӑ пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтернӗ.  

Пушкӑртстан экономикинче лайӑх тренд палӑрнӑПушкӑртстан экономикинче лайӑх тренд палӑрнӑ
Пушкӑртстан экономикинче лайӑх тренд палӑрнӑ

2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстанра инвестици хастарлӑхӗн кал-кал аталанӑвне кӗтеҫҫӗ. Кун пирки ПР правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров ертсе пынă канашлура вице-премьер, ПР экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов пӗлтернӗ.

Вӑл Пушкăртстан экономика аталанӑвӗн тӗп оперативлӑ пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтернӗ.

"11 уйӑх хушшинче эпир экономикӑн тӗп секторӗсене юсаса ҫӗнетессине куратпӑр, ҫакӑ предприятисенчи лару-тӑрӑва лайӑхлатасси ҫинчен калать. Промышленноҫ секторӗнче ӳсӗм -—106%. Промышленность отраслӗсен пысӑк пайӗ паха динамикӑпа палӑрать. Тирпейлекен производствӑсенче ӳсӗм 107% танлашнӑ. Ҫав шутра нефть продукчӗсем туса кӑларассинче пӗлтӗрхи шая тухнипе пĕрех, ноябрьте ӳсӗм 114 процентпа танлашнӑ. Эмел хатӗрӗсен производствинче — 2,4 хут, металлургире — 120 процента яхӑн", — тенӗ Рустам Муратов.

Вӑл продукци производствипе тӑкакӗсене йӗркене кӗртесси предприятисен финанс тӑрӑмне самаях лайӑхлатассине палӑртрӗ. Сӑмахран, январь–октябрьте экономикӑра туса илнӗ тупӑша 2,7 хут — 296,4 миллиард тенкӗ таран ӳстернӗ, ҫакӑ "пандемичченхи" кӑтартусенчен 1,3 хут пысӑкрах.

Инвестици калӑпӑшӗпе тӗп капитала организацисен пӗтӗм йышӗпе финансировани ҫӑлкуҫӗсен шучӗпе, министр каланӑ тӑрӑх, япӑх тренда пӗтерме май килнӗ. 9 уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх укҫа-тенкӗ ӳсӗмӗ 3,6% танлашнӑ, вӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ— 244,4 миллиард тенкӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстан экономикинче лайӑх тренд палӑрнӑ
Пушкӑртстан экономикинче лайӑх тренд палӑрнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас