Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
19 Кӑрлач 2022, 22:01

Раҫҫейре февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кондитер изделийӗсем 23% ÿсме пултараҫҫӗ

 Хаксем ÿснине канфет тата ытти десерт хатӗрлеме усӑ куракан хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хакĕсем ÿснипе ӑнлантарса параҫҫӗ.

Раҫҫейре февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кондитер изделийӗсем 23%  ÿсме пултараҫҫӗ
Раҫҫейре февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кондитер изделийӗсем 23% ÿсме пултараҫҫӗ

Пылак ҫимӗҫ туса илекенсем февралӗн 1-мĕшĕнчен пуҫласа 23 процента хаклăланасси пирки Ялхуçалăх министерствипе суту-илӳ сечĕсене асӑрхаттарнă. Сӑлтавӗ кондитер изделийӗсенче усӑ куракан продуктсен хакĕсем ӳсни пулнӑ.
"Известия" ҫине янӑ ссылкӑпа Глас.ру порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксене хӗлĕн юлашки уйăхĕ пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Mondelez, Ferrero, «Объединённые кондитеры», «Хлебпром» тата «Славянка" компанисем пӗлтернӗ.
Вӗсем хаксем ÿснине канфет тата ытти десерт хатӗрлеме усӑ куракан хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хакĕсем ÿснипе ӑнлантарса параҫҫӗ.
Министерствӑра "Раҫҫейре кондитер изделийӗсен хакне ӳстерме массӑллӑ тренд ҫук", — "Известия" ведомствăн пресс-службин цитатине илсе палӑртаççĕ.
http://www.dddkursk.ru

Раҫҫейре февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кондитер изделийӗсем 23%  ÿсме пултараҫҫӗ
Раҫҫейре февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кондитер изделийӗсем 23% ÿсме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: