Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
20 Кӑрлач 2022, 21:45

Радий Хабиров ирттернĕ канашлура Пушкӑртстанри вӗренӳ, транспорт тата коммуналлӑ сферин цифра трансформацийӗ паракан ыйтусене сӳтсе явнă

Ҫавӑн пекех "Цифра сехечӗнче" хулари хуҫалӑхра тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ сферӑра цифрӑламалли ыйтусене сӳтсе явнă.

Пушкӑртстанӑн Пуҫлӑхӗ "цифрӑллӑ сехете" уйӑхра икӗ хут ирттерӗ, цифра трансформаци процесӗсене экономикӑн тата социаллӑ сферӑн пур отраслӗсенче те хастарлатас тесе.
Республикӑри патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Геннадий Разумикин палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ сферинче Пушкӑртра пурӑнакансемшӗн пур пулӑшăва та электронлӑ формата куҫарнӑ.
Общество транспорчӗн цифра трансформацийӗсем тĕлĕшпе, Геннадий Разумикин каланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстанра пассажирсен 55 проценчӗ çул çÿренĕшĕн "Алга" карттӑпа тӳлет, 26 проценчӗ – банк карттисемпе. 19 процент кӑна ҫул ҫӳренӗшӗн унчченхи пекех укçапа тӳлет.
Ҫавӑн пекех "Цифра сехечӗнче" хулари хуҫалӑхра тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ сферӑра цифрӑламалли ыйтусене сӳтсе явнă.
"Благоустройствo" автоматизациленӗ информаци тытӑмӗн хальхи формачӗ онлайн-режимра кашни объектра проектпа строительство-монтаж ӗҫӗсен кашни тапхӑрне тӗрӗслесе тӑма, ҫавӑн пекех малашне пăху сӑнавне йӗркелеме май парать.
"МГ" информацийĕпе.

Радий Хабиров ирттернĕ канашлура Пушкӑртстанри вӗренӳ, транспорт тата  коммуналлӑ сферин цифра трансформацийӗ паракан ыйтусене сӳтсе явнă
Радий Хабиров ирттернĕ канашлура Пушкӑртстанри вӗренӳ, транспорт тата коммуналлӑ сферин цифра трансформацийӗ паракан ыйтусене сӳтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: