Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Экономика
25 Кӑрлач 2022, 15:55

2022-2023 ҫулсенче Пушкӑртстанра 40 муниципалитетри 103 шкула юсĕç

2022 ҫултан пуҫласа эпир федераци вӗренӳ тытӑмне модернизацилемелли программӑна хутшӑнатпӑр.

2022-2023 ҫулсенче Пушкӑртстанра  40 муниципалитетри 103 шкула  юсĕç2022-2023 ҫулсенче Пушкӑртстанра  40 муниципалитетри 103 шкула  юсĕç
2022-2023 ҫулсенче Пушкӑртстанра 40 муниципалитетри 103 шкула юсĕç

2022-2023 ҫулсенче Пушкӑртстанра 40 муниципалитетри 103 шкула юсĕç, пӗлтернӗ ПР вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗн ҫумӗ Ильдар Мавлетбердин регионти правительствӑн ларăвĕнче.
Премьер-министр Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, 2019-2021 ҫулсенче регионти муниципалитетсенчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1175 учрежденисенче тӗп юсав ӗҫне пурнӑҫланӑ, пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме республика бюджетӗнчен 2,5 миллиард тенке яхӑн укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах та шкулсене комплекслӑ юсас тата ҫӗнетес ӗҫ вĕçленмен.
"2022 ҫултан пуҫласа эпир федераци вӗренӳ тытӑмне модернизацилемелли программӑна хутшӑнатпӑр. Унӑн шайӗнче 2026 ҫулччен республикӑри 365 шкул ҫуртне юсама палӑртнӑ. Вӗсем тата ку чухнехи оборудовани илӗҫ, — тенӗ Андрей Назаров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивĕнчен.

2022-2023 ҫулсенче Пушкӑртстанра  40 муниципалитетри 103 шкула  юсĕç
2022-2023 ҫулсенче Пушкӑртстанра 40 муниципалитетри 103 шкула юсĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас