Камиль Рамазановпа Хоффманн Патрик Пушкӑртстанри Наукӑпа тӗпчев академийӗпе "Би Хэппи" компани хушшинче ӑслӑлӑхпа тӗпчев килӗшӗвне алӑ пуснӑ.
Пушкӑртстанри Наукӑпа тӗпчев академийӗпе "Би Хэппи" компани хушшинче Пушкӑртстанри пыл хурчӗсен сайра йышши паха енӗсене тата продукчӗсене пӗрлехи наука тӗпчевӗсене ирттересси ҫинчен килӗшÿ тунӑ, паянхи кун вӗсен усал шыçăсене хирӗҫ тӑмалли енĕсемпе фармакологи активлӑхне ҫирӗплетесси паллă ĕнтĕ.
"Француз ӗҫтешӗсемпе пӗрле пыл хурчӗсене варроатозран хӳтӗлемелли, ҫӑка вӑрманӗсене сӑтӑрҫӑсенчен хӳтӗлемелли, хурт продукчӗсене антибиотиксемпе пестицидсене тытса тӑмалли хӑрушсӑрлӑх меслечӗсене туса хатӗрлеме палӑртнӑ, — пĕлтернӗ Пушкӑртстанри Наукӑсен академийӗн президенчӗ Камиль Рамазанов. — Пушкӑрт пылӗпе прополисне пӗрлехи наука тӗпчевӗсен малтанхи кӑтартӑвӗсене 2022 Апимонди пыл хурчӗсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗнче тӑратӗҫ".
"Башинформ" информацийĕпе.