Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Экономика
27 Кӑрлач 2022, 11:36

Путин криптовалюта енĕпе йĕрке кĕртмелли пирки каланă

#владимирпутин  

Путин криптовалюта енĕпе йĕрке кĕртмелли пирки каланă
Путин криптовалюта енĕпе йĕрке кĕртмелли пирки каланă

 

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври криптовалютăна йӗркелесе пымалли темӑпа дискуссисемпе паллашни ҫинчен пӗлтернӗ. Кун пирки патшалӑх пуҫлӑхӗ юнкун, январӗн 26-мӗшӗнче, правительство членӗсемпе канашлура каланă.

"Ку ыйтупа пыракан дискуссипе паллашрăм, ҫак ыйтусемпе пирӗн Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп банкӗ йӗркелесе пырать", — палӑртнă Путин.

Раҫҫей лидерӗ Раҫҫей Банкне тата правительствӑна криптовалюта йӗркелес тӗлӗшпе пӗр шухӑш патне пыма, унтан итогсем ҫинчен каласа пама хушнă.

Кунччен маларах Патшалăх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков палӑртнӑ тӑрӑх, парламентӑн аялти палати криптовалюта рынокне йӗркелеме палӑртнӑ документа июлӗн 31-мӗшӗччен йышӑнма пултарать.

Тĕп Банк кӑрлачӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫейри юридика сăпачĕсене тата уйрăм ҫынсемшӗн тӳлев вырăнне криптовалютăпа усӑ курма чарнине пӑснӑшӑн яваплӑх тыттарассине кĕртме сӗннӗ. Ҫавăн пекех Тĕп Банк финанс организацийӗсене хӑйсен укҫи-тенкине криптовалютăна хывма тата вӗсемпе ҫыхӑннӑ инструментсене хума чарма сӗннӗ.

Криптовалютăпа блокчейн Ассоциаци президенчӗ Юрий Припачкин палӑртнӑ: Тĕп Банкăн криптовалюта ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑма вӗренмелле, ăна пĕтĕмпех чарса хумалла мар.

Криптовалюта рынокӑн аналитикӗ Виктор Першиков криптовалюта майнингне чарса хурасси питӗ кирлӗ ыйтупа ҫыхӑннӑ тата ӑна асӑннӑ енӗпе специалистсемпе сӳтсе явмалла тенӗ. Вӑл Раççей ҫакӑн ҫине каясси ҫинчен тĕплĕ калама хатӗр маррине палӑртнă.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Зураб Джавахадзе

 

Путин криптовалюта енĕпе йĕрке кĕртмелли пирки каланă
Путин криптовалюта енĕпе йĕрке кĕртмелли пирки каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: