Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Экономика
1 Нарӑсӑн 2022, 07:01

«А7 Агро» Кистенлĕре ĕçленин кăтартăвĕсем

Ялта ял хуҫалӑх производстви "А7 Агро" компание пула чӗрӗлет.  

«А7 Агро» Кистенлĕре ĕçленин кăтартăвĕсем«А7 Агро» Кистенлĕре ĕçленин кăтартăвĕсем
«А7 Агро» Кистенлĕре ĕçленин кăтартăвĕсем

Ялта ял хуҫалӑх производстви "А7 Агро" компание пула чӗрӗлет.

Республика экономикине инвестици хывассине ӳстермелле —-Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫакнашкал тӗллев лартать. Инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли малашлӑха уҫакан экономикӑн чи пӗлтерӗшлӗ звени агропромышленноҫ комплексӗ шутланать. "А7 Агро-РБ" Агрохолдинг Пишпӳлек районӗнчи ял хуҫалӑх секторне 2021 ҫулта килнӗ пысӑк инвесторсенчен пӗри. Вырӑнти ҫынсене инвестици проекчӗсем мĕн пани, агрохолдинг ҫур ҫул хушшинче мĕнле пысӑк ӗҫ туни ҫинчен, ҫывӑхри плансем çинчен "А7 Агро-РБ" ĕç тăвакан директорĕ Динар Дамирович КАЛИМУЛЛИН каласа пачӗ.

— "А7 Агро" — тулли циклпа ĕçлекен агропромышленноҫ предприятийĕ "уйран пуҫласа лавка çÿлĕкĕ таран" принциппа ӗҫлет: пирӗн хамӑрӑн элеваторсем, хамăр туса илекен продукцине хамăрах тирпейлетпĕр. Компани ҫамрӑк, хӑйӗн ӗҫне Оренбург облаçĕнче 2016 ҫултан пуҫласа, 2017 ҫултанпа — Пушкӑртстанра та туса пырать. Республикӑра компани предприятийӗсем Зианчура, Куюргазă, Балтачă, Бурай, Бирск, Кугарчă районĕсенче пур, нумаях пулмасть вара Пишпӳлек районӗнче те вырнаҫнӑ. Тӗп ӗҫ — выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата ӳсентӑран ӗçĕ. Кашни подразделени хӑй тӗллӗн ӗҫлет: хамӑр техника пур, ял ҫыннисене ӗҫ вырӑнӗсем паратпӑр. Пушкӑртстанра пирӗн 50000 гектар ҫӗр ҫирӗплетнӗ.

Пишпӳлек районӗн территорийӗнче хӑйӗн ертӳҫи, хӑйӗн учечӗ пултӑр тесе уйрӑм подразделени йӗркеленӗ. Кунта эпир район администрацийӗ чӗннипе килтӗмӗр. Сухаламалли пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 4700 гектар пулчĕ. 2021 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче пӗрремӗш суха касси сухаларăмăр. Ҫав вӑхӑтчен пилӗк ҫул таран сухаламан уй-хирте ӗҫлеме пуҫларӗҫ: 2022 ҫулхи ҫураки ӗҫӗсем валли тăпрана хатӗрленӗ, кӗрхи тырӑсем акнӑ, имҫам кӗртнӗ.

Икӗ çул-йĕрпе ӗҫлӗпӗр — ӳсентӑрансемпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫпе. Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫпе хамӑр ума 10000 гектартан кая мар ҫӗр ӗҫлемелли тӗллев лартатпӑр. Хӗллехи тапхӑрта пухусем, суту-илӳ ирттернӗ, халӗ компани çумне 5500 гектар ҫӗр ҫирӗплетнӗ. Паянхи куна ҫичӗ единица техника туяннӑ ӗнтӗ: тракторсем, автомобильсем, акмалли хатӗрсем. Вӑрлӑхлӑх тырӑ туяннӑ, удобрени кÿресси пырать. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тесе пушӑ фермӑна туяннă.

Юрий Александрович ВАСИЛЬЕВ, Пăслăк ял совечӗн пуҫлӑхӗ:

— Пирӗн пата пысӑк инвестор килнӗшӗн эпир питӗ савӑнатпӑр. "А7 Агро" бази Кистенлĕре вырнаҫнӑ. 20 ҫуллӑха çĕре арендӑна парасси ҫинчен договор тунӑ. Пӗтӗм ҫӗре кĕркуннерен ĕçлесе хатĕрленĕ. Ҫынсем кӑмӑллӑ: кашни пайшӑн 15—20 ҫул хушшинче пӗрремӗш хут 2-шер центнер комбикорм илчĕç. Ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлчӗҫ: ял ҫыннисем трактористсем, поварсем пулса ӗҫе вырнаҫрӗҫ, малашлӑхра ытти вакансисем те пулӗҫ. Сӑмахран, агрохолдингра малашлӑхра выльӑх-чӗрлӗх комплексне туса кӑларакан продукцие малалла тирпейлемелли комплекс хута ямалла. Ҫурҫӗрте ӗҫлекен хӑш-пӗр ял ҫыннисем "А7 Агро" ӗҫе вырнаҫнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫынсем ял малашлăхĕ пур тесе шанаҫҫӗ.

.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Динар КАЛИМУЛЛИН.

 

Теплĕнрех «Светлый путь» хаçатра (№5, февралĕн 4-мĕшĕ) вулăр.

«А7 Агро» Кистенлĕре ĕçленин кăтартăвĕсем
«А7 Агро» Кистенлĕре ĕçленин кăтартăвĕсем
«А7 Агро» Кистенлĕре ĕçленин кăтартăвĕсем
«А7 Агро» Кистенлĕре ĕçленин кăтартăвĕсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас