"Аркада" ӗҫ тумтирӗ туса кӑларас енӗпе автоматизациленӗ ҫӗвӗ фабрикине, декабрӗн 21-мӗшӗнче уйрӑм экономика зонин пӗрремӗш площадкинче ӗҫлеме тытăннăскере, ҫӗвӗ ҫӗлекен 600 оператор кирлӗ. Паянхи кун кунта 250 ҫын вӑй хурать.
Фабрика чугун ҫул ӗҫченӗсем валли, нефть тата газ промышленноҫӗ, МЧС валли хӳтӗлев тумтирӗ ҫӗлет.
Ӗҫ паракан хӑтлӑ ӗҫ условийӗсем, социаллӑ пакет тата лайӑх график сӗнет. Вахта меслечӗпе ӗҫленӗ чухне общежитире пурӑнма, пӗрле ӗҫлекенсене ӗҫ вырӑнӗ патне ҫитерме май параҫҫӗ.
Професси пӗлӗвӗ ирттерес е професси пӗлӗвӗ илес тесен "Раҫҫейри ĕҫ" портал урлӑ вӗренме заявка памалла.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.