Çутă çул
-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
9 Нарӑсӑн 2022, 11:38

Пушкăртстанпа Беларусь ĕçлĕ çыхăнăва аталантараҫҫӗ

Инвестор представителӗсем регион инвестици вӑй-хӑватне хаклама килнĕ.

Пушкăртстанпа Беларусь ĕçлĕ çыхăнăва аталантараҫҫӗ
Пушкăртстанпа Беларусь ĕçлĕ çыхăнăва аталантараҫҫӗ

ПР Аталану корпорацийӗнче "Амкодор" беларуҫ компанийӗн представителӗсемпе тӗл пулнă, пӗлтерет ПР правительствин пресс-служби.

"Амкодор" компани тӗрлӗ машинӑсем: ҫул-йӗрпе строительство техники, вӑрман хатӗрлев машинисем, коммуналлӑ техника тата ялхуçалăх оборудованисем туса кӑларассипе специализациленет. Предприяти представителӗсем каланӑ тӑрӑх, туса кӑларакан продукци линейкинче Еврази хутлӑхӗнче аналогсем ҫук оборудовани калараççĕ. Пушкӑртстанпа компани тӗштырӑ ӗҫлесе хатĕрлекен тулли циклне тăвакан оборудовани енӗпе ӗҫлеме шут тытнӑ. Инвестор представителӗсем регион инвестици вӑй-хӑватне хаклама, ҫавӑн пекех промышленность кооперацийӗн малалли майӗсене пӑхса тухма Пушкӑртстана килнӗ.

Аса илтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи декабрь уйӑхӗнче ПР делегацийĕ регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ертсе пынипе Беларуҫ Республикинче тӗрлӗ сферӑра икӗ енлӗ килӗштерсе ӗҫлессине аталантарас тӗллевпе официаллӑ визитпа пулнӑ.

https://resbash.ru/news/ekonomika/ информацийĕпе.

Пушкăртстанпа Беларусь ĕçлĕ çыхăнăва аталантараҫҫӗ
Пушкăртстанпа Беларусь ĕçлĕ çыхăнăва аталантараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: