Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
10 Нарӑсӑн 2022, 21:46

Эсир Файзуллинан пекарнин çăкăрне тутанса пăхнă-и?

Пишпÿлекри мини-пекарня тин кӑна пӗҫернӗ продукцине кӑмакаран тӳрех туянма пулать.

Эсир Файзуллинан пекарнин çăкăрне тутанса пăхнă-и?
Эсир Файзуллинан пекарнин çăкăрне тутанса пăхнă-и?

Мини-пекарня тин кӑна пӗҫернӗ продукцине кӑмакаран тӳрех туянма пулать
Хӑйӗн ӗҫне Наиля Файзуллина уйрӑм предприниматель 2016 ҫул вӗҫӗнче, Пишпÿлекри обществӑлла апатлану пунктне уҫса, пуҫланӑ. Нумаях пулмасть кафере хӑйӗн мини-пекарня ӗҫлеме пуçланă.
— Кӑҫалхи ҫуркунне чуста апачĕ пĕçерес шухӑш ҫуралчӗ, — кулленхи ӗҫсемпе паллаштарать Наиля Наилевна. — Ноябрь уйӑхӗнче 1 миллион ытла тенкӗпе хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ оборудовани туянтӑмӑр: сийлĕ чуста йĕтĕрлемелли, кондитер изделийӗсен планетари миксерӗ, ҫурма фабрикат валли кинет шӑнтмалли морозильник. "Вӗри чуста апачĕ" енӗпе ӗҫлетпӗр. Мини-пекарня уҫнӑ хыҫҫӑн хушма икӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленчĕ.
Шухӑша пурнӑҫлама Наиля Файзуллинана "Развитие и поддержка малого и среднего предпринимательства в муниципальном районе Бижбулякский район Республики Башкортостан на 2019—2024 годы» программӑна хутшӑнни май панă, ҫавна пула 2019-2024 ҫулсенче çăкăрпа булкă тата кондитер изделийӗсем туса илме оборудовани туянма 500 пин тенкӗ виҫепе субсиди илнӗ.
Паян ассортиментра тĕрлĕ ҫӑкӑр тата кондитер изделийӗсен 20 ытла ячӗ. Пекарьсем Галина Георгиевнӑпа Наталия Федоровна Макеевасем ирхи ултӑ сехетрен ура ҫинче. Вӗсем ҫӑкӑрпа ытти япаласем кунне виҫӗ хут пĕçереççĕ. Хӑйсен ӗҫне вӗсем чун-чӗререн юратаҫҫӗ тата пурнӑҫлаҫҫӗ. Хатӗр продукципе "Мир вкуса" кафере усӑ кураççĕ, ҫавӑн пекех пекарня ҫывӑхӗнчи магазинта пурӑнакан халӑх 10.00 сехетрен пуҫласа 21.00 таран туянма пултарать. Кирлӗ пулсан хатӗр продукцие килне илсе килсе пама пултараççĕ.
Уйрӑм предприниматель малалла ĕç-хĕле анлӑлатма ҫирӗп шут тытнӑ: мартра ҫурма фабрикат туса кӑларакан цеха яма палӑртать.

Ирина ФОМИНА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Наиля Файзуллина.

 

Эсир Файзуллинан пекарнин çăкăрне тутанса пăхнă-и?
Эсир Файзуллинан пекарнин çăкăрне тутанса пăхнă-и?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: