Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
11 Нарӑсӑн 2022, 20:59

Пушкăртстанра фармацевтика валли боросиликат кӗленчи туса кӑларакан Раҫҫейре пӗрремӗш производство йӗркеленет

Инвестици проектне пурнӑҫлама 4 миллиард ытла тенкӗ яма палӑртнă.

Пушкăртстанра фармацевтика валли  боросиликат кӗленчи туса кӑларакан Раҫҫейре пӗрремӗш производство йӗркеленет
Пушкăртстанра фармацевтика валли боросиликат кӗленчи туса кӑларакан Раҫҫейре пӗрремӗш производство йӗркеленет

Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви Пушкӑртстанри социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территорисен резиденчӗсен реестрне "Медглас" ООО кӗртнӗ. Компани пӗрремӗш гидролит класӗн медицина кӗленчи туса кӑларас енӗпе ӗҫлекен производствӑна Благовещенскра хута яма палӑртать.
— Предприяти Раҫҫей Федерацийӗнче фармацевтика промышленноҫӗ валли пӗрремӗш тата иккӗмӗш гидролитика класӗсем валли боросиликатлӑ кĕленче туса кăларакан пысӑк технологиллӗ производствӑна йӗркелеме шут тытнӑ. Инвестици проектне пурнӑҫлама 4 миллиард ытла тенкӗ яма палӑртнӑ, — пӗлтернӗ ПР правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Пушкăртстанра фармацевтика валли  боросиликат кӗленчи туса кӑларакан Раҫҫейре пӗрремӗш производство йӗркеленет
Пушкăртстанра фармацевтика валли боросиликат кӗленчи туса кӑларакан Раҫҫейре пӗрремӗш производство йӗркеленет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: