Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
11 Нарӑсӑн 2022, 09:51

Пушкăртстанра çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлаççĕ

Регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Инвестици сехечӗ" видеоконференци режимӗнче ирттернӗ, унта регион экономикинче тата социаллӑ сферинче ҫӗнӗ проектсем пӑхса тухнӑ.  

Ҫывӑх вӑхӑтра "Башинформсвязь" сахал йышлӑ ялсене хӑвӑрт интернет ирттерет. Проекта 500 млн тенкӗпе халӑх пурӑнакан 179 вырӑнта пурнӑҫлаҫҫӗ. Инвестора инженер инфратытӑмне туса хума тӑкаксен пӗр пайне субсидилемелли формӑпа пулӑшӗҫ.

***

Иглин районӗнче выльӑх-чӗрлӗх фермине юсаса ҫӗнетмелли проекта "Агротех" ООО генеральнӑй директорӗ Камиль Нафиков пырса панӑ. Предприяти 2002 ҫултанпа ӗҫлет тата сӗт туса илекен выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗпе специализациленет. Фермӑна модернизацилеме инвестор 205,8 млн тенкӗ хывнӑ.

***

Уфари Октябрь районӗнче 4 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем валли вӗренӳ-кану центрне туса лартӗҫ. Центрта хушма пӗлӳ, дизайн, художество тата эстетика воспитанийӗ тата психологи аталанӑвӗ енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсем парӗҫ.

***

Пушкӑртстанра отельсем валли косметика продукцийӗ туса кӑларма палӑртаҫҫӗ. Уфа районӗнче туризм отраслӗ валли пир-авӑр продукцийӗ тата косметика хатӗрӗсем туса кӑларас енӗпе фабрикӑна туса хурӗҫ. Тапочкăсем, халатсем, алшӑлли тата супӑнь туса кӑларӗҫ . Инвестор 140 млн тенкӗ хывсан 2024 ҫул тӗлне 70 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ туса кӑларакан производствӑна хута яма палӑртать.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстанра çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлаççĕ
Пушкăртстанра çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: