ПР Патшалăх Пухӑвӗн депутачӗсем "ПР территорийӗнче пӗрлехи ялхуҫалӑх налукĕн шайĕ ҫинчен" саккун йышӑннӑ. Документа Пушкӑртстан Республикин Пуçлăхĕ алӑ пуснӑ.
Пушкăртстан Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Константин Толкачев каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ налук режимӗпе усӑ куракан ял хуҫалӑхсене пурте пӗрлӗхлӗ ял хуҫалӑх налукне тӳлекенсене, унӑн тӳлевӗсенчен 2022 ҫулхи январĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи январĕн 1-мӗшӗччен хăтарнă. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем пӗрлехи ял хуҫалӑх налук шайне 0 процентран пуҫласа 6 процент таран тума пултараççĕ. Пушкӑртстан территорийӗнче пуриншӗн те пӗрлехи ставка - 0 % йӗркеленӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: voshod.bashkortostan102.ru