

Республикӑн Тӗрӗслевпе шутлав палати пирӗн республика пурнӑҫӗн мӗнпур сферине аталантарассинче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ надзор органӗ. Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров паян видеоконференци режимӗнче иртнӗ КСП коллегийӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Регион коллегийĕнче ертсе пыракан финанс тӗрӗслевӗн 2021 çулхи ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвне ирттернĕ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Республика тӗрӗслевпе шутлав палати бюджета сиен кӳнине тавăрасси пайра прокуратурӑпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемеллине, тӳрӗ мар кӑмӑллӑ подрядчиксемпе патшалӑх тата муниципалитет контракчӗсемпе хастарлӑрах кӗрешмеллине палӑртнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн пресс-служби.