Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
17 Нарӑсӑн 2022, 09:06

Чунне парса ĕçлет

Кăрканти Айгуль Мингазова бизнесне аталантарма 250 пин тенкӗ патшалăх пулăшăвĕ илнӗ.  

Чунне парса ĕçлет
Чунне парса ĕçлет

Кăрканти Айгуль Мингазова бизнесне аталантарма 250 пин тенкӗ патшалăх пулăшăвĕ илнӗ.

Айгуль Ханифовна ултӑ ҫул хушши Кăрканта парикмахер салонӗ тытса тӑрать.

Пандеми пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пысӑк инкек кӳнӗ. Патшалӑх предпринимательсене пулӑшма тата хӑйсен ӗҫне пуҫлакансене пулӑшма тӑрӑшать. Пӗлтӗр Айгуль Мингазова хӑйӗн бизнесне аталантарма 250 пин тенкӗ виҫепе патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ. Ҫак укҫапа парикмахер сӗтел-пукансене, инструментсене тата студире тӑкак материалӗсене пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ.

— Илемлӗх индустринче 20 ҫул ӗнтӗ. Хам мӗн туни мана питӗ килӗшет, ӗҫ сферине нихӑҫан та улӑштарма шутламан. Укҫа-тенкӗпе кӑна мар, пӗтӗм чунпа та тӑрӑшатӑп ҫак ӗҫре. Ял ҫыннисем тахҫанах ялта парикмахерски уҫма ыйтрӗҫ. Кăркан ҫыннисем — тӗп клиентсем, анчах Пишпÿлекран, Мияки районӗнчен, халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсенчен килеҫҫӗ. Социаллӑ хӳтлӗх паракан приютри ачасене тӳлевсӗр, ваттисен ҫуртӗнчи çулланă çынсемпе инвалидсене вара лайӑх скидка пур. Кирлӗ документацие кӗске вӑхӑтра пухрăм. Заявление панӑ вӑхӑтран пуҫласа укҫа счет çине куçиччен пӗр уйӑха яхӑн иртрӗ. Паллах, тӑкаксем пирки отчет парас пулать, — каласа парать Айгуль Ханифовна.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Чунне парса ĕçлет
Чунне парса ĕçлет
Чунне парса ĕçлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: