

Производство ӗҫ-хӗлне кайнă тӑкаксен пӗр пайне саплаштараҫҫӗ, пӗлтерет ПР правительствин пресс-служби. 2022 ҫулта регионта асӑннӑ енпе пулӑшу ӗҫӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 173 млн тенкӗ уйӑрмалла.
— Пирӗн ял хуҫалӑх кооперативӗсенчен лайӑх хастарлӑх кӗтетпӗр, — тет ПР правительствин премьер–министрӗн ҫумӗ, ялхуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. — Практика кӑтартса панӑ тӑрӑх, субсиди илме суйлас ӗҫе ытларах аталанма, ҫӗнӗ продукци туса кӑларассине тивӗҫтерме палӑртакан кооперативсем хутшӑнаҫҫӗ. Ку документсене йышӑнмалли иккӗмӗш юхӑм ӗнтӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта 13 ял хуҫалӑх кооперативне суйласа илнӗ.
Аса илтеретпӗр, суйлав иртнĕ ял хуҫалӑх протребкооперативӗсене техника, оборудовани, выльӑх-чӗрлӗх тата ытти те туянма кайнă расхутсене саплаштараççĕ. Субсидисене СПК членӗсенчен чӗр тавар туянас енӗпе тӑкаксен пӗр пайне компенсацилеме палӑртнӑ.
https://resbash.ru/news/ekonomika