Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
26 Нарӑсӑн 2022, 17:41

Пушкăртстан Ĕç министерстви республикӑри пӗрлӗхлӗ базӑра регистрациленӗ ӗҫ паракансен шутне каланă

Пушкăртстанра 13 пине яхӑн ӗҫ паракан хӑйсен ӗҫченӗсен шутне "Работа в России" пӗрлехи цифра платформи резюмепе ваканси базине кĕртнĕ.

Пушкăртстан Ĕç министерстви республикӑри пӗрлӗхлӗ базӑра регистрациленӗ ӗҫ паракансен шутне каланă
Пушкăртстан Ĕç министерстви республикӑри пӗрлӗхлӗ базӑра регистрациленӗ ӗҫ паракансен шутне каланă

Пушкăртстанра 13 пине яхӑн ӗҫ паракан хӑйсен ӗҫченӗсен шутне "Работа в России" пӗрлехи цифра платформи резюмепе ваканси базине кĕртнĕ. Халӗ онлайн-порталта республикӑри мӗнпур организацин 17 процентне регистрациленӗ, пӗлтерет ПР Ĕç министерствин пресс-служби.
Мониторинг питех те пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ӗҫ паракансем ӗҫе пӗтересси, ӗҫченсене чакарасси е "дистанцие" куҫасси ҫинчен вӑхӑтра пӗлтермеҫҫӗ пулсан, ӗҫсӗрлӗхе ӳстерес теветкеллӗх пур. Ӗҫпе тивӗҫтерекен служба кун ҫинчен маларах пӗлсен ӗҫтешсене ун аллинчен ҫӑлма майсем туса ӗлкӗрме пултарать, - палӑртнӑ ĕç министрĕ Ленара Иванова.
"Башинформ" информацийепе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Правительствин пресс-служби.

Пушкăртстан Ĕç министерстви республикӑри пӗрлӗхлӗ базӑра регистрациленӗ ӗҫ паракансен шутне каланă
Пушкăртстан Ĕç министерстви республикӑри пӗрлӗхлӗ базӑра регистрациленӗ ӗҫ паракансен шутне каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: