+1 °С
Пӗлӗтлӗ
РФ правительстви граждансене 2022 ҫулхи сентябрӗн 30-мӗшӗччен кредит каникулне яма сĕннĕ. Çавӑн пекех ҫак механизм вӑйра тӑнӑ тапхӑра сентябрӗн 30-мӗшӗ хыҫҫӑн та тӑсма сӗннӗ.
Правительство саккун проектне Раҫҫее хирӗҫ санкцисене йӗркелесе янӑ май граждансене пулӑшмалли мерӑсем шайӗнче туса хатӗрленӗ, ҫавӑн пекех вӑл халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес, эмелсемпе, пулӑшу ӗҫӗсемпе тата пенсисемпе тивӗҫтерес енӗпе паракан пулӑшу ыйтăвĕсене кĕртет. Çав документа чикӗ леш енче вӗренекен, анчах та вĕренме пӑрахма тивнĕ Раҫҫей ҫыннисен прависемпе интересӗсене хӳтӗлес енӗпе те мерӑсем кӗртнӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: news.guranka.ru