+3 °С
Уҫҫӑнах
Результатсем 2023 ҫулшăн ҫӗр налукне шутласа кӑлармалли никӗс пулса тӑрӗҫ.
Пушкӑртстанра кӑҫал пӗтӗм категорири ҫӗр лаптӑкӗсем тӗлӗшпе патшалӑх кадастр хаклавӗ ирттерӗҫ. Ҫӗре хаклани ҫӗршывӑн пур регионӗнче те пӗрлехи методикӑпа иртет, пӗлтернĕ Росреестрта.
Перечене 1,8 млн ҫӗр лаптӑкӗ кӗртнӗ. Куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрĕнче халӗ 1,82 млн ытла участок тăрать.
"Башинформ" информацийĕпе.