Пушкӑртстан Раҫҫей субъекчӗсемпе регион инвестицийӗсем ҫӗнӗ экономика условийӗсенче тӑрасси ҫинчен канашлӑва хутшӑннӑ.
Канашлăва Раҫҫей Федерацийӗн правительствин председателӗн пӗрремӗш заместителӗ Андрей Белоусов ирттернӗ, Пушкӑртстана ПР правительствин премьер-министрӗн пӗрремӗш заместителӗ экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов тăратнă.
Андрей Белоусов каланӑ тӑрӑх, ҫӗршывра лару-тӑрӑва ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн экономика ҫаврӑнӑшӗн ыйтӑвӗ ҫӗкленет, ҫавӑнпа регион инвестици стандартне ӗҫе кӗртес ӗҫе малалла тӑсмалла. Канашлура регионсен, ҫав шутра Пушкӑртстанăн командисем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ инвестици карттине туса хатӗрлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 2022 ҫул вӗҫнелле Раҫҫейӗн 42 регионӗнче инвестици стандартне ӗҫе кӗртӗҫ.
"МГ" информацийĕпе.