Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
15 Мартӑн 2022, 11:40

Раҫҫейре "импорта ылмаштармалли биржа" онлайн-сервис ӗҫлеме пуҫланă

Вӑл производительсемпе заказчиксене пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлеме ҫӑмӑллатать.

"Импорта ылмаштармалли биржа" Раҫҫей правительстви хушнипе Промышленоçпа суту-илÿ министерстви тата Цифрӑсен министерстви туса хатӗрленӗ. Кун пирки "Лента" Раҫҫей правительствин председателӗн ҫумӗ Дмитрий Чернышенкăн пресс-службин информацине тĕпе хурса пӗлтерет.
Кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, сервиса Промышленноҫӑн патшалӑх информаци тытӑмӗн базинче Газпромбанкӑн электронлӑ суту-илӳ площадкинче туса хунӑ.
Биржӑна тӑван ҫӗршывӑн промышленноҫ продукцийӗпе ҫыхӑннӑ ыйту пысӑкланнипе йӗркеленӗ. Дмитрий Чернышенко каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей производителĕсем санкцие пула продукцисен юхăмне юсаса рынока хӑйсен продукцийӗпе тивӗҫтерме хатĕр.
Биржӑпа усӑ курса поставщиксен анлӑ базине пухма, суту-илӳ йыхравӗсене ярса пама, ҫавӑн пекех туса илекенсене тата вӗсен продукцийӗсене заказчик требованийӗсемпе килӗшӳллӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Раҫҫейре "импорта ылмаштармалли биржа" онлайн-сервис ӗҫлеме пуҫланă
Раҫҫейре "импорта ылмаштармалли биржа" онлайн-сервис ӗҫлеме пуҫланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: