Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
15 Мартӑн 2022, 13:20

Радий Хабиров больницӑри медицина сӗтел-пуканӗ тăвакан пушкăрт предприятийӗ ҫинчен каласа панă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Радий Хабиров больницӑри медицина сӗтел-пуканӗ тăвакан пушкăрт предприятийӗ ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров больницӑри медицина сӗтел-пуканӗ тăвакан пушкăрт предприятийӗ ҫинчен каласа панă

Пушкӑртстанӑн Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллӑ сетьри страницӑра "Медстальконструкция" предприяти ҫинчен каласа кӑтартнă, вӑл Раҫҫейре паха медицина сӗтел-пуканӗ туса кӑларакансенчен пӗри, ют ҫӗршыв аналогӗсенчен кая юлманскер. Уфари заводра медицинӑпа акушер кравачӗсем, операци сӗтелӗсем, кушеткӑсем, гинекологи креслисем, медицина консолӗсем, чирлӗ ҫынсене турттарма гидропривод ураписем тата ытти те – пӗтӗмпе 1350 ытла ятлă сĕтел-пукан туса кăлараççĕ.
Республика ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти тулли циклпа ӗҫлет – ҫӗнӗ модельсемпе сӗтел-пукансем туса хатӗрлессинчен пуҫласа сериллӗ производствӑна хута яриччен тата юлашки потребитель патне ҫитичченех. "Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн социаллӑ сечĕнчен.

Радий Хабиров больницӑри медицина сӗтел-пуканӗ тăвакан пушкăрт предприятийӗ ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров больницӑри медицина сӗтел-пуканӗ тăвакан пушкăрт предприятийӗ ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: