Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
16 Мартӑн 2022, 11:10

Пушкӑртстанра 180 млн тенкӗлӗх мобильлӗ нефть установки йӗркелеҫҫӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра 180 млн тенкӗлӗх мобильлӗ нефть установки  йӗркелеҫҫӗ
Пушкӑртстанра 180 млн тенкӗлӗх мобильлӗ нефть установки йӗркелеҫҫӗ

Пушкӑртстанра 2022 ҫулта 180 млн тенкӗпе танлашакан нефть туса хатӗрлемелли мобильлӗ установка тума тата ӑна туса кӑларма палӑртаҫҫӗ. "НПП ОЗНА-Инжиниринг" ООО инвестици проектне республика Экономика аталанӑвӗн министерствине приоритетлӑ переченьне кӗртнӗ.
"Тăратнă инвестици проекчӗ пахалӑхлӑ тата конкурентлӑ регион продукцийĕ туса кӑларакан производствӑна анлӑлатма, регионӑн продукцине тирпейлекен предприятисен ӗҫ-хӗлӗнче инновациллӗ тухӑҫлӑхне ӳстерме палӑртать. Асӑннӑ инвестици проектне пурнӑҫлани нефть хатӗрлемелли мобильлӗ комплекссенче тӑван ҫӗршыв нефть кӑларакан компанисене тивӗҫтерет", - каланă ПР Экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗн çумĕ Дамир Галиуллин.
Унсӑр пуҫне асӑннӑ пуҫару 37 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме тата 462 пуррине упраса хӑварма май парать.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстанра 180 млн тенкӗлӗх мобильлӗ нефть установки  йӗркелеҫҫӗ
Пушкӑртстанра 180 млн тенкӗлӗх мобильлӗ нефть установки йӗркелеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: