Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
17 Мартӑн 2022, 20:58

Раççей хăйне хăй кондитер продукцийӗпе туллин тивӗçтереет

Анчах сахăр хакӗ ӳссен унран тăвакан пылак çимӗçсем те хаклăланĕç.

Раççей хăйне хăй кондитер продукцийӗпе туллин тивӗçтереет
Раççей хăйне хăй кондитер продукцийӗпе туллин тивӗçтереет

Кун пирки ялхуçалăх министерствинче иккӗленмеççӗ. Анчах сахăр хакӗ ӳссен унран тăвакан пылак çимӗçсем те хаклăланĕç.
Нумай пулмасть хăш-пӗр федераллă тата регионри суту-илӳ компанийӗсем канфит-пӗремӗк туса кăларакансенчен уведомленисем илнӗ. Унта мартăн 15-мӗшӗнчен хаксене 20 - 30 процента ӳстерме хистенӗ. Çавăн пекех çырура Раççейре туса кăларакан пылаксен хакӗсем ют çӗршыврисенчен ытларах ӳсесси пирки пӗлтернӗ.
Мӗнпур апат-çимӗçӗн хакӗсем ӳснине ял-хуçалăх министерствинче чӗртавар кӳресси улшăннипе тата пылак продукци хакӗсем пӗтӗм тӗнчере ӳснипе çыхăнтарнă. Продукци хакӗ ӳсни çине упаковка, чӗртавар, логистика, сахăр, пальма çăвӗ тата производствори ытти компонентсен хакӗсем ӳсни витӗм кӳрет.
http://suvargazeta.ru/news/

Раççей хăйне хăй кондитер продукцийӗпе туллин тивӗçтереет
Раççей хăйне хăй кондитер продукцийӗпе туллин тивӗçтереет
Автор:
Читайте нас: