Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Экономика
19 Мартӑн 2022, 15:15

"Инвестици сехетне" хутшӑнакан Пушкӑртстанри сайра йышши энерги перекетлекен технологи ҫинчен каласа панă

Ун пекки хальлӗхе Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчере те ҫук-ха.

"Инвестици сехетне" хутшӑнакан Пушкӑртстанри сайра йышши энерги перекетлекен технологи ҫинчен каласа панă
"Инвестици сехетне" хутшӑнакан Пушкӑртстанри сайра йышши энерги перекетлекен технологи ҫинчен каласа панă

Ҫак кунсенче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров черетлӗ "Инвестици сехечĕ" ирттернӗ, унӑн шайӗнче мероприятие хутшӑнакансем ял хуҫалӑхри, промышленноҫри тата экологи сферинчи ҫӗнӗ проектсем пӑхса тухнă.
Пӗр проекта "Пушкӑртстанри ăшăтакан кӗленче" ООО ĕçченĕ Ралия Давлетшина тӑратнӑ. Вӑл пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе производство пӳлӗмӗсене ӑшӑтма пулӑшакан сайра йышши энерги перекетлекен технологи ҫинчен каласа панă.
- Ун пекки хальлӗхе Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчере те ҫук-ха. Ҫавӑн тĕслĕрех хатӗрсем пур, анчах вӗсем энерги перекетлекен тухӑҫлах мар, – пӗлтерчӗ предприяти представителӗ.
Ралия Давлетшина ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пӳлӗмсене ӑшӑтасси стеклопакета, хăшĕ ăшăтаканни тата инфра хĕрлĕ çутă паракан пек ĕçлет, электричествăпа çыхăнтарсан пулать. Уйрӑмах ку ҫурхи-кӗрхи тапхӑр кунӗсенче ҫивĕч тăрать. Инвесторсем хӑйсен производствине 473 млн тенкӗ чухлӗ ӳстерме тата Уфара ҫӗнӗ цех уҫма палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

 

"Инвестици сехетне" хутшӑнакан Пушкӑртстанри сайра йышши энерги перекетлекен технологи ҫинчен каласа панă
"Инвестици сехетне" хутшӑнакан Пушкӑртстанри сайра йышши энерги перекетлекен технологи ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: