+2 °С
Юр
Роспатент "Дядя Ваня" тавар палли ҫине "Макдоналдс" хӑвӑрт апатланакан ресторансен сетьне аналог уҫма заявка илнӗ. Ҫырӑвне ведомство сайтӗнче реестрта регистрациленӗ.
"Дядя Ваня" логотип хӗрлӗ фон ҫинчи "В" кириллица тата америкӑри брендӑн ӳпӗнтерсе хунӑ паллине аса илтерет. Халӗ заявка экспертиза иртет.
Аса илтеретпӗр, "Макдоналдс" Раҫҫей территорийӗнче хӑйӗн ӗҫне мартăн 14-мӗшӗнчен пуҫласа чарса лартнӑ. Уфара хальхи вӑхӑтра ресторансем ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ, анчах та вырӑнти бизнесменсен ют ҫӗршыв фастфучӗн альтернативисем те пур ӗнтӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: РФ Ӑс-хакӑл харпӑрлӑхӗн Федераци службин реестрӗнчен.