Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
22 Мартӑн 2022, 14:50

Пушкăртстан ялхуçалăх министерствинче сахăр ыйтăвне уçăмлатнă

Сахăр лавккара мĕн хак пулмалла, çакăн пирки сайтра вулăр.

Пушкăртстан ялхуçалăх министерствинче сахăр ыйтăвне уçăмлатнă
Пушкăртстан ялхуçалăх министерствинче сахăр ыйтăвне уçăмлатнă

Пушкӑртстанри сахӑр завочӗсем организацисен ҫирӗплетнӗ списокĕ тӑрӑх сахӑр ăсатаҫҫӗ — кусем, чи малтан, республикӑри суту-илӳ сечӗсем, ҫӑкӑр-тӑварпа кондитер отраслĕсем тата ӑна вак-тĕвек суту-илÿ тата пӗчӗк пекарньӑсене тăратакан оптовӑй компанисем. Кун ҫинчен регионти правительствӑри оперативлӑ канашлура Пушкӑрт ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителĕ Рамил Нуриахметов пӗлтернӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, кашни кун сахӑр завочӗсен склачӗсенчен 550 тонна сахӑр тиеҫҫӗ.

Ҫав хушӑрах сахӑр завочӗсенчен сахӑр турттарасси пӗлтӗрхи пек шайпа танлаштарсан икӗ хут ӳснӗ. Пӗлтӗр Пушкӑртра 150 пин тонна сахӑр кӑларнӑ, медицина нормисемпе 32 пин тонна кирлӗ.  

"Май уйӑхӗн вӗҫӗнче "Раевсахар" ООО сахӑр-чӗр тавара тирпейлес ӗҫе пуҫӑнма палӑртать. Паян хӑвачӗсене хатӗрлеҫҫӗ, чӗр тавар турттарас енӗпе трейдерсемпе калаҫса татӑлаҫҫӗ. Тирпейлемелли калӑпӑш уйӑхне 25 пин тонна чӗртавар пулать", — пӗлтернӗ Рамил Нуриахметов, унтан çапла хушса хунă: Пушкӑртра сахӑр туса кӑларнин калӑпӑшне ӳстерме Раҫҫей Ялхуçалăх министерстви сахӑр кӑшманӗн акмалли лаптӑкӗсене 35 пин гектартан 47 пин гектар таран пысăклатма тӗллев лартнӑ.

 "Ҫынсене сахӑр пур тесе ӑнлантармалла. Пире, республикӑна, ку лару-тӑрӑва ҫӗнтереймесен, намӑс пулать те ӗнтӗ. Пирӗн икӗ пысӑк сахӑр завочӗ, йӗри-тавра вара регионсенче унашкал заводсем ҫук. Ҫавӑнпа та эпир ҫак лару-тӑрӑва сахӑрпа татса памасан юрамасть", — тенӗ Радий Хабиров.

 "Пуринпе те килӗшӳ тума пулчӗ: пирӗн сахӑр ыйтакансене хака кӑшт чакараҫҫӗ. Ун хакӗ магазин ҫӳлӗкӗсенче килограмшӑн 80 тенкӗ пулӗ тесе шутлатпăр. Тулашри рыноксене эпир килограмм сахăршӑн 85-шер тенкӗ яратпӑр. Çакна республикӑри потребительсене пулӑшма тунă", — ӑнлантарнă ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкăртстан ялхуçалăх министерствинче сахăр ыйтăвне уçăмлатнă
Пушкăртстан ялхуçалăх министерствинче сахăр ыйтăвне уçăмлатнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: