Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
26 Мартӑн 2022, 10:55

Радий Хабиров: Интереслӗ тата малашлӑхлӑ проектсене пуҫлама халӗ чи меллӗ вӑхӑт

Эпир Турци бизнесӗн машинӑсем тӑвакан блокӗпе тахҫантанпах ҫыхӑну тытасшӑнччӗ.

Радий Хабиров:  Интереслӗ тата малашлӑхлӑ проектсене пуҫлама халӗ чи меллӗ вӑхӑт
Радий Хабиров: Интереслӗ тата малашлӑхлӑ проектсене пуҫлама халӗ чи меллӗ вӑхӑт

Ҫав шутра пӗтӗм тӗнчери пӗрле ӗҫлесси те. Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров мартӑн 24-мӗшӗнче Уфана Турци делегацийӗ килнине пӗтӗмлетсе соцсетьсенче ҫырнă.
- Эпир Турци бизнесӗн машинӑсем тӑвакан блокӗпе тахҫантанпах ҫыхӑну тытасшӑнччӗ. Пирӗн пӗр-пӗриншĕн интерессем пур, Турцин машиностроительсен Союзӗн президенчӗпе Эмре Генджерпа эпир тӗрлӗ ыйтупа ҫыхӑнса ӗҫлемеллине палӑртрӑмӑр, - палӑртнă вӑл.
Енсем республикӑри предприятисем валли оборудовани, тӑкак материалӗсем, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх тата ҫул-йӗр техникине тӑратассине сӳтсе явнă. Турккӑсен производствине Пушкӑртстанра локализацилесси пысӑк ыйту. Турци рынокне пушкăрт продукцийӗ тăратмалли плансене сӳтсе явнă.
"МГ" информацийĕпе.

Радий Хабиров:  Интереслӗ тата малашлӑхлӑ проектсене пуҫлама халӗ чи меллӗ вӑхӑт
Радий Хабиров: Интереслӗ тата малашлӑхлӑ проектсене пуҫлама халӗ чи меллӗ вӑхӑт
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: