Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
1 Апрелӗн 2022, 17:20

Фермер импорт какайне улăштарма пулăшать

Пушкăрт аграрисем импорт таварĕ вырăнне хăйсен продукцине кăлараççĕ.  

Фермер импорт какайне улăштарма пулăшать
Фермер импорт какайне улăштарма пулăшать

Пушкăрт аграрисем импорт таварĕ вырăнне хăйсен продукцине кăлараççĕ.

Регион министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Дюртюли районӗнчи Алфит Закиров аш-какай производствине ӳстерет. Алфит Закиров 2006 ҫултах бестужев йӑхӗнчен ултӑ теҫетке пӑру тата икӗ лимузин вăкăр туяннӑ. 16 ҫул хушшинче выльӑх-чӗрлӗх шучӗ 500 пуç таран ӳснӗ. Какайне аш-какай комбиначӗсене, суту-илӳ точкисене ярать.

Нумаях пулмасть мӑйракаллӑ выльăхсен речӗсем герефорд ăратĕнчи пӑрусемпе вăкăрсем хушӑннă. Ку ӗнесен аш-какай йӑхӗ, унӑн чӑтӑмлӑхӗ лайӑх, сывлӑхӗ ҫирӗп, усрамалли условийӗсем ытлашши темех кирлӗ мар тата мрамор ашĕ пур.

Мăйракаллă шултра выльăх ӗрчетесси районта ҫаврӑнӑшсене ÿстерет, мӗншӗн тесен паян хуҫалӑхсем вырӑнти тата регионти рынокра импорт какайне пӗтӗмӗшпех улӑштарма палӑртнӑ.

Фермер палӑртнӑ тӑрӑх, тӑван ҫӗршыв селекцийӗ ăратсене ют ҫӗршывсенчен кая мар ӳстерме май парать. Ҫитес вӑхӑтра Алфит Абелфатихович тата 25 герефорд пушмак туянма планлать.

https://resbash.ru/news

Фермер импорт какайне улăштарма пулăшать
Фермер импорт какайне улăштарма пулăшать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: