Раççей Правительствин кризиса хирӗç йышăннă мерисем чи кирлӗ таварсен рынокӗнчи лару-тăрăва стабилизацилеме пултарчӗç тесе пӗлтернӗ Патшалăх Думин депутачĕ Олег Морозов РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин «Пӗрлехи Раççей» фракци представителӗсемпе тӗл пулнă хыççăн.
«Украина кризисӗ пуçланнăранпа иртнӗ эрнере хаксем 1% çеç ӳснӗ. Тӗрлӗрен мерăсем йышăнса хаксене стабилизацилеме пултарни çинчен калама пулать, таварсем çӳлексем таврăнаççӗ, ажиотаж чакать – ку питӗ лайăх сигнал», – тенӗ Морозов. Ун сăмахӗсемпе, Раççей Федерацийӗн Правительстви умне тăратнă мӗн пур задачăна малалла пурнăçласа пырать. Тӗслӗхрен, кăçал çул-йӗр тума 163 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă пулнă. Парламентарисемпе тӗл пулнă вăхăтра Михаил Мишустин çак пӗлтерӗшлӗ инфраструктура проектне аталантарма тата 120 миллиард тенкӗ уйăрасси çинчен пӗлтернӗ.
http://suvargazeta.ru/news/